ГлавнаяИсполнителиМалинасемЭс кала-ха, çĕмĕртĕм
название:

Эс кала-ха, çĕмĕртĕм


автор:

Малинасем


рейтинг: ★★★★★ / 4.7 / 737 просмотров
Эс кала-ха, çĕмĕртĕм.

Çĕмĕртĕм, çĕмĕртĕм, эс кала-ха чăннине
Хăш вăхăтра çурăлатăн,
Хăш вăхăтра пиçетĕн?
Çĕмĕртĕм, çĕмĕртĕм, эс каларăн чăннине
Çуркуннепе çурăлатăн,
Çул варринче пиçетĕн.
Çĕмĕртĕм, çĕмĕртĕм, эс кала-ха чăннине
Хăш урамра, хăш шур пÿртре
Пурăнаççĕ пирн твансем?
Çĕмĕртĕм, çĕмĕртĕм, эс каларăн чăннине
Çак урамра, çак шур пÿртре
Пурăнаççĕ пирн твансем.
Çĕмĕртĕм, çĕмĕртĕм, эс кала-ха чăннине
Хăш вăхăтра тван савăнать
Хăш вăхăтра куллянать.
Çĕмĕртĕм, çĕмĕртĕм, эс каларăн чăннине
Эпир кильсен тван савăнать
Эпир кайсан куллянать.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Эс кала-ха, çĕмĕртĕм" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен