ГлавнаяИсполнителиАлексей ШадриковМӗншӗн, мӗншӗн?
название:

Мӗншӗн, мӗншӗн?


автор:

Алексей Шадриков


рейтинг: ★★★★★ / 5 / 1004 просмотра
Мӗншӗн? Мӗншӗн, уçӑ çил вӗрет?
Мӗншӗн лӑпкӑ кашласа çӳрет?
Ма тесессӗн, ма тесессӗн
Эпӗ пӗр хӗре
Юратса пӑрахрӑм çавсерен.

Мӗншӗн? Мӗншӗн, çӗмӗрт чечекре?
Мӗншӗн хурӑн лӑпкӑ тӗлӗрет?
Ма тесессӗн, ма тесессӗн
Эпӗ каçсерен
Тӗл пулатӑп пӗр чипер хӗре.

Мӗншӗн? Мӗншӗн, шуçӑм килнӗ чух
Вӑрансассӑн урӑх ыйхӑм çук?
Ма тесессӗн, ма тесессӗн
Эпӗ чӑннипех
Каннихе çухатрӑм тӗппипех.

Мӗншӗн? Мӗншӗн, куçӑмсем çунаç?
Мӗншӗн лайӑх чӗрене, чуна?
Пӗлейменчӗ, пӗлейменчӗ
Малтан тӳрренех
Халь ӑнлантӑм юрату мӗнне.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Мӗншӗн, мӗншӗн?" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен