ГлавнаяИсполнителиАвгуста УляндинаАтьар Хĕрсем вăрмана
название:

Атьар Хĕрсем вăрмана


автор:

Августа Уляндина


рейтинг: ★★★★★ / 4.7 / 684 просмотра
Атьăр, хĕрсем, вăрмана 
Ҫырла татма, выляма.
Ҫырла татма, выляма,
Вăрттăн-вăрттăн чуп тума.
Ай-яй, хытă ан кул-ха,
Тутам шутсăр пĕçерет.
Ай-яй, хытă ан пăх-ха,
Куçăм вут пек ялкăшать.
Ай-яй, хытă ан йăт-ха,
Ара! Вĕçсе каяп-иç!
Вара пĕччен юлат(ӑ)н-иç, 
Хĕрсĕр каччă пулат(ӑ)н-иç.
Вара пĕччен юлат(ӑ)н-иç,
Мана тек саваймаст(ӑ)н-иç.
16:28:39 
Атьăр, хĕрсем, вăрмана
Мăйăр татма, выляма.
Мăйăр татма, выляма,
Вăрттăн-вăрттăн чуп тума.
Ай-яй, хыт ан сĕртĕн-ха,
Чĕрем тапса тухать-иç.
Ытла темскер ан ту-ха, 
Ахаль йăпатанать-и?
Пит шалалла ан кĕр-ха, 
Таçтан такам курать-иç.
Вара пурте пĕлĕç-иç,
Вара намăс пулать-иç.
Шĕшлĕ ав, шĕшлĕ ав,
Шĕшлĕ аври тунката.
Упа пур, упа пур
Упа пур тет вăрманта.
Атьăр, хĕрсем, вăрмана
Кĕрхи çулçă пуçтарма.
Кĕрхи çулçă пуçтарма, 
Чăштăр-чăштăр тутарма.
Ай-яй, хыт чăштăртатать,
Таçта çити илтĕнет.
Кĕрхи вăрман пытанать, 
Çамрăк чунăм пăлханать.
Пăлханасса пăлханать,
Сан патналлах туртăнать.
Çырла, мăйăр, кĕрхи çулçă –
Вăт çапла аташтарать.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Атьар Хĕрсем вăрмана" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен