ГлавнаяИсполнителиТипшӗм СашукМӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм
название:

Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм


автор:

Типшӗм Сашук


рейтинг: ★★★★★ / 4.6 / 625 просмотров
Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм
Мĕншĕн лартăм санпа юнашар
Мĕншĕн-ши çуллахи илемлĕ каçсенче
Ал парса уйрăлтăм эп санран

Тĕлĕкре те сана çеç кураттăм
Калаçаттăм санпа яланах
Калаçаттăмăр та уйрăлаттăмăр
Пĕр-пĕрне ал парса яланах

Юрататăп сана юрататăп
Халь те хатĕр сана юратма
Анчах эсĕ мана манса кайрăн
Иртсе кайрĕ пирĕн юрату

Иртсе кайрĕç те урăх килмерĕç
Çуллахи юратуллă каçсем 
Мĕншĕн-ши çав каçсем иртсе кайрĕç
Çуллахи юратуллă каçсем

Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм
Мĕншĕн лартăм санпа юнашар
Мĕншĕн-ши çуллахи илемлĕ каçсенче
Ал парса уйрăлтăм эп санран

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен