ГлавнаяИсполнителиАндрей ШадриковУкăлча умĕнче
название:

Укăлча умĕнче


автор:

Андрей Шадриков


рейтинг: ★★★★★ / 5 / 972 просмотра
Укăлча умĕнче, шурă хурăн çинче
Сарă кайăк юрлать юррине.
Укăлча умĕнче ăшă çил хумĕнче
Пăлханса эп кĕтеп савнине.
Сарă кайăк мухтать çурхи каç илемне
Шăнкăр шыв çĕммипе пĕр пулса.
Савнă тусăм тухсам шурă хурăн умне
Сарă кайăк юрри пек юхса.

Çума çум ÿсекен икĕ хурăн пекех
Ман ларасчĕ санпа юнашар.
Йăлтăркка тÿпери çутă уйăх пекех
Шăранать чĕрери шел кăвар.

Укăлча умĕнче, шурă хурăн çинче
Çепĕç кайăк юрлать юррине.
Кил савниçĕм, сана, ăшă çил хумĕнче
Парнелем эпĕ хам чĕрене.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Укăлча умĕнче" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен