ГлавнаяИсполнителиАлексей ШадриковĔмĕт
название:

Ĕмĕт


автор:

Алексей Шадриков


рейтинг: ★★★★★ / 4.9 / 881 просмотр
Çутă кĕмĕл уйăх пек манăн кулаясчĕ
Хăмăр пĕлĕт хушшипе шуса çуталасчĕ
Лăпкă тăрă ирсенче çăл патне тухасчĕ
Унăн тĕкĕрĕ çинче сан сăнна курасчĕ.

Шурă юр пĕрчи пулса манăн вĕлкĕшесчĕ
Савни куç харши çине ларса ирĕлесчĕ
Вĕри куççулĕ пулса юр çине ÿкесчĕ
Чĕлтĕрви(?) чечек пулса шăтса тухаясчĕ.

Сывлăм ÿкнĕ улăхра савнине курасчĕ
Утă çулнă вăхăтра юнашар утасчĕ
Чечек евĕр пикене ăшшăн ыталасчĕ
Пуçăмри шухăшсене каласа парасчĕ.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Ĕмĕт" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен