ГлавнаяИсполнителиКонстантин ЕвруковПĕлĕт пĕлĕт
название:

Пĕлĕт пĕлĕт


автор:

Константин Евруков


рейтинг: ★★★★★ / 5.1 / 1097 просмотров
Пĕлĕт пĕлĕт кăвак пĕлĕт
Сан куçу пекех таса
Тусăм ман пĕртен-пĕр ĕмĕт
Яланах килет аса

Вăййа тухрăм Эп курмарăм
Чун юратнă савнине
Киле кайнă чух çеç куртăм
Урăххипе ларнине 

Ăна ăшшăн ыталанă
Пуçне хунă ун çине
Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç
Эпĕ иртсе кайнине

Сад пахчине кĕрсе лартăм
Иккĕн ларнă сак çине
Куççуль витĕр аса илтĕм 
Савни тупа тунине

Хăмăш хăмăш ешĕл хăмăш
Ун пекки татах ÿсет
Ан йĕр атте, ан йĕр анне
Мн пекки татах ÿсет

Атте эпĕ çуралсассăн 
Хĕр çуралтăр терĕн-ши
Инçе çула тухса кайса
Нуша куртăр терĕн-ши?

Анне мана çуратсассăн
Ма вăрмана кайман-ши
Хăрăк хурăн тураттинчен
Ма çакса хăварман-ши

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Пĕлĕт пĕлĕт" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен