ГлавнаяИсполнителиНеизвестенЭпĕ санран ыйтрăм, ма эс манпала
название:

Эпĕ санран ыйтрăм, ма эс манпала


автор:

Неизвестен


рейтинг: ★★★★★ / 4.8 / 830 просмотров
Эпĕ санран ыйтрăм, ма эс манпала
Сайра тĕл пулатăн, хуçан кăмăла
Ма час-час чĕнместĕн, кинона мана
Санпала вĕт куртăм, эп пĕр фильм кăна
Виçĕ билет илтĕм, кинона кайма
Ирттеретпĕр тусăм, вăхăта санпа
Ма-ха илтĕн виççĕ, кайччăр кинона
Аçупа Аннÿ те, йăмăкна ан ман.

Чупа ту, чупа ту, чупа ту.

Эпĕ санран ыйтрăм, пĕрлешес пулсан
Миçе ача тусăм çуратма шутлан?
Эп сана каларăм, тăваттă таран
Т(ă)ват(ă) ачаллă арăм, хисепре паян
Мĕншĕн тесе ыйтрăм, çийĕнчех санран
Мĕншĕн т(ă)ват(ă) ачалли хисепре паян.
Эп сана пĕлтертĕм, тĕпчевçĕ калать
Пиллĕкмĕш ачийĕ Китаец пулать

Чупа ту, чупа ту, чупа ту.

Эсĕ манран ыйтрăн, каласам мана
Мĕн тĕслĕ çÿçлийĕ килĕшет сана?
Эс мана каларăн, халь çÿç(?) паллах
Ватăлнипе шуралнă çÿç халь хаклăрах
Эп асăрхаттартăм, улталан мана
Виçĕм кун эп куртăм Ванюкпа сана
Эп сана каларăм курмасан ...(?)
Епле палăртам-ха эс лайăххине

Чупа ту, чупа ту, чупа ту.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Эпĕ санран ыйтрăм, ма эс манпала" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен