название:
автор:
Тĕнчере пике нумай
автор:
Евгений Кузнецов
рейтинг: ★★★★★ / 5.5 / 1514 просмотров
- Текст
- Открытка с текстом
Валерий Раштав сăвви Сергей Марков кĕвви Кунсерен эп сан патна Шăрçалатăп эсэмэс. Вĕсене хурав пама Тупаймастăн вăхăт эс. Килĕшместĕп-и сана? Чăннине тÿрех кала! Кансĕрлемĕ ку мана Пурăнмашкăн малалла. Хушса юрламалли: Тĕнчере пике нумай, Йăнăшмасăр çеç суйлас. Сан пек вĕçкĕн, çăмăлттай Хĕрсене мĕн-ма савас? Çавăнпа та паянтан Саншăн çунмĕ ман чĕре. Сăнупа чипер пулсан, Чунупа та пул хитре. Çĕнĕ капăр кĕпÿне Маншăнах эс тăхăнман. Тен, хула каччисене Çавăрмашкăн тăрăшан?. Пĕр-пĕрне çур сăмахран Ăнланаттăмăр тахçан. Тек ултав серепине Эп çакланмăп ĕмĕрне. Хушса юрламалли (2 хут):
А как ты думаешь, о чем песня "Тĕнчере пике нумай" ?