ГлавнаяИсполнителиКатя ПетроваҪуркунне тӗл пултӑм эп сана
название:

Ҫуркунне тӗл пултӑм эп сана


автор:

Катя Петрова


рейтинг: ★★★★★ / 5.5 / 1527 просмотров
Çуркунне тĕл пултăм эп сана
Вăтанса калаçрăм эп санпа
Парнелем-парнелем, пер сана эп парнелерем
Парнелерем хам юратава

Пĕлĕтсем шăваççĕ инçете
Аякка каяççĕ шухăшсем
Эс юрлаттăн, эп итлеттĕм
Шăпчăк сассуна итлеттĕм
Çуллахи илемлĕ каçсенче

Вăйăран яраттăн ăсатса
Хыттăн чуп тăваттăн эс мана
Авăнатчĕç- явăнатчĕç
Хурăнсем пуçне таятчĕç
Пирĕн юратăва ăмсанса

Çуркунне тĕл пултăм эп сана
Парнелерĕм хам юратăва
Çулсем иртрĕç, кунсем иртрĕç,
Анчах лăпланма пĕлмерĕç
Юратупа туслăх чĕрере
Ан лăпланччĕр, ан лăпланччĕр
Нихăçан та ан лăпланччĕр 
Юратупа туслăх чĕрере

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Ҫуркунне тӗл пултӑм эп сана" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен