ГлавнаяИсполнителиЧăваш халăх юрриАтя, савни, вăрмана
название:

Атя, савни, вăрмана


автор:

Чăваш халăх юрри


рейтинг: ★★★★★ / 5.5 / 1483 просмотра
Атя, савни, вăрмана
Сар кĕпене тăхăнса
Сар кĕпене ан хурат
Урăх хĕре ан юрат

Атя шăллăм яра пар
Ал шăллуна силлесе
Ал шăллийĕ умăнта
Савнă арăм çумунта

Атăл-Вăла леш енче
Ҫармӑс тӑрать ҫарамас
Кун пек ӳсӗр пулсассӑн та
Хам та юлӑп ҫарамас

Ох, теп, мӗн, теп
Киле кайсан мӗн калас
Литр ҫурӑ ӗҫтереҫ те
Метр ҫурӑ сиктереҫ

Кӑмака, кӑмака
Кӑмака мар каланкка
Атте-аннен аслӑ хӗрӗ
Ҫавӑнпа пулнӑ шапӑлкка

Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ
Мӗн калам-ши эп сана
Ылтӑнран та, кӗмӗлрен те
Хакла хурап эп сана

Кайӑк вӗҫет малалла
Ури юлать хыҫалла
Ӗмӗтлентӗм малалла
Ӗмӗт юлчӗ каялла

Тавтапуҫах купӑсҫине
Пире ташлаттарнӑшӑн
Амӑшне ҫуратнӑшӑн та
Пӑхса ҫитентернӗшӗн

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Атя, савни, вăрмана" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен