ГлавнаяИсполнителиАлексей, Регина Московские, Алина Федорова, Денис ПугачПирĕн юрă
название:

Пирĕн юрă


автор:

Алексей, Регина Московские, Алина Федорова, Денис


рейтинг: ★★★★★ / 5.3 / 1305 просмотров
Енчен  те  сан  кил-çуртна  ăнсăртран
Нуша  та  хурлăх  иленчĕç  пулсан,
Чĕнсе  илмешкĕн  пире  эс  ан  ман.
Шанăçна  ан  çухат,  эс  пĕччен  мар  паян.

Е  сив  хĕлле-и  е  ăшă  çулла,
Пĕрне-пĕри  пирĕн  пулăшмалла.
Юлташ  çеç  курĕ  вĕри  куççульна.
Вăл  ăнланĕ  сăмахсăр  сана.

 Хушса  юрламалли:

     Çак  юрăпа  кĕтсе  ил  эсĕ
     Хĕвел  тухсан  кашни  куна.
     Вара  телей  пĕр  систермесĕр
     Яр  уçатех  сан  алăкна.
 
Тулта  уяр-и  е  юрлă  тăман,
Çакна  кăна  эс  асра  тыт  ялан:
Пĕр  чăмăра  пухăнсассăн  анчах
Çулăмпа  та  шывран  та  эпир  вăйлăрах.

Эс  хăварса  çывăх  тусусене 
Пуçтарăнсассăн   инçе  çул  çине
 Кичем  чух  пирĕн  юрра  шăрантар.
 Саншăн  вăл – тĕттĕмри  çут  хунар.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Пирĕн юрă" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен