ГлавнаяИсполнителиАлексей МосковскийИлĕртÿллĕ Юр пике
название:

Илĕртÿллĕ Юр пике


автор:

Алексей Московский


рейтинг: ★★★★★ / 5.4 / 1439 просмотров
Кĕмĕл  юр  пĕрчийĕсем
Тăкăнаççĕ  тÿперен.
Халь  сана,  сар  чиперккем,
Кăшт  та  сивĕ  мар  иккен.

Эс  утатăн  ерипен
Пирĕн  Çĕнĕ  каспалан.
Туйăнатăн  Юр  пикен
Хĕл  ытамĕнче  паян.

Хушса  юрламалли:

     Илĕртÿллĕ  Юр  пике,  сана
     Çупăрласчĕ  кăмăлтан.
     Эс  черченкĕ  те  хитре  сăнна
     Илнĕ  пуль  çут  уйăхран.

     Эс  çурхи  кунсем  çывхарнă  май
     Ирĕлсе  кăна  ан  кай!

Çук  хĕвелĕн  шевлисем,
Чĕпĕтет  питрен  раштав.
Çулпала  ут  юртнăçем
Сас  парать-çке  шăнкăрав.

Тинкеретĕн  эс  каллех
Ман  енне  куç  хÿрипе.
Хĕрелетĕп  нар  пекех
Эп  санран  вăтаннипе.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Илĕртÿллĕ Юр пике" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен