ГлавнаяИсполнителиАлексей МосковскийАсамçă
название:

Асамçă


автор:

Алексей Московский


рейтинг: ★★★★★ / 5.3 / 1280 просмотров
Яланхи пекех  хĕвелпе
Кĕмĕл уйăх улшăнать.
Пурнăç хăйĕн  йĕркипе
Малаллах ав тăсăлать.

Ир пулсан  салам  ярса
Вăратать  пире  автан.
Ерипен  çеç  васкаса
Вăхăтпа  утатпăр  тан.

 Хушса  юрламалли: 

     Эп  мĕншĕн-ши  асамçă  мар.
     Çут  ĕмĕтĕм,  инçе  ан  тар.
     Ман  валеçесчĕ  паянах
     Килтен  киле  телей  анчах.

Темĕн  тĕрлĕ  пăтăрмах
Тĕл  пулатăн  кунсерен.
Вăй  илесчĕ  тăтăшах
Савнă  юрă-кĕвĕрен.

Пулăшасчĕ  пĕр-пĕрне,
Ыр  туни  сăваплăх  теç.
Вара  ÿкĕ  çĕр  çине
Савăнăç  куççулĕ   çеç.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Асамçă" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен