ГлавнаяИсполнителиАлексей МосковскийЯлти пĕрремĕш каччă
название:

Ялти пĕрремĕш каччă


автор:

Алексей Московский


рейтинг: ★★★★★ / 5.3 / 1318 просмотров
Ялсенче  мана  çук  хирĕç  тăракан.
Эп  камне  тăнлать  халь  пĕтĕм  шăпăрлан.
Маншăн  хатĕр  пикесем  шыва  чăмма.
Эсĕ  çеç  тиркетĕн  шухă  чунăма.

Хисеплеç  мана  хăюллă  пулнăран.
Именмешкĕн  эп  пачах  та  хăнăхман.
Сăпса  евĕр  çыпăçатăп  сан  çумна.
Çавăншăн  тивет-çке  çупкă  туянма.

Хушса  юрламалли: 

     Чи  хитре  хĕрсем  пĕлмеççĕ  уйрăлма  манран.
     Ăсатса  хăшне  ярам-ши  кĕçĕр  улахран?
     Эс  паян  ĕнерхинчен  те  илĕртÿллĕрех.
     Çул  памасăр  кÿрентерĕп  эп  сана  каллех.

Эс – кĕске  кĕпеллĕ  капăр  пукане.
Сан  лекес  килет  асамлăх  тĕнчине.
Эс,  ас  ту,  кĕтсе  илеймĕн  ĕмĕрне
Шурă  урхамахлă  чаплă  савнине.

Эс  мана,  сатур  качча,  кăшт  хĕрхенсем.
Кăлт!  тапать  санпа  чухне  вĕри  чĕрем.
Чиперуксене  эп  маннă  тахçанах,
Ма  тесен  шăпа  çырни  пĕрре  анчах.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Ялти пĕрремĕш каччă" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен