ГлавнаяИсполнителиАлексей Московский и Дипендра МаниМанса кай
название:

Манса кай


автор:

Алексей Московский и Дипендра Мани


рейтинг: ★★★★★ / 5.5 / 1478 просмотров
Эс,  пике,  кĕтсе  илеймĕн
Кĕçĕр  савнине.
Çук,  унпа  пĕрле  сиреймĕн
Шуçăм  чаршавне.
Сан  тепре  анчах  лекесчĕ
Унăн  хĕрÿ  ытамне.

Хушса  юрламалли:

     Манса  кай  эс  ăна  часрах.
     Манса  кай  ун  ятне  пачах.
     Юратман  вăл  нихçан  сана,
     Эс  ăна  ир  çинчи  тĕлĕк  пек  манса  кай.

Чул  чĕреллĕ  сар  ачашăн
Вĕçĕм  ан  хумхан.
Юмахлатăр  вăл  ачашшăн
Ют  хĕрпе  паян.
Çитеймен-ха  вăхăт  санăн
Тур  çырнине  тĕл  пулма.

Хушса  юрламалли:

     Манса  кай  эс  ăна  часрах.
     Манса  кай  ун  ятне  пачах.
     Лăпкă  çил  çупăрлать  сана.
     Эсĕ  халь  йăл  кулсам  туйнăçемĕн  çакна.

Эсĕ  çамрăк,  илĕртÿллĕ.
Шел,  эс  ытла  та  айван.
Тăкăнать  вĕри  куççулĕ
Мăшăр  ахах-куçунтан.
Сан  тепре  анчах  лекесчĕ
Унăн  хĕрÿ  ытамне.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Манса кай" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен