ГлавнаяИсполнителиАлексей МосковскийАслӑ тӗнче
название:

Аслӑ тӗнче


автор:

Алексей Московский


рейтинг: ★★★★★ / 5.4 / 1362 просмотра
Ыйхăран  хĕвел  вăранчĕ,
Çĕнĕ  кун  каллех  пуçланчĕ.
 Мĕн  кĕтет  пире  паян?        
 Самана куçран  тинкерĕ:
Вăл  вĕçтерĕ  е  ÿкерĕ.
Юрамасть  пулма  айван!

Хăш   чухне  пуçра  пĕр  хутăш
Явăнать  çĕр  тĕрлĕ  шухăш.

 Хушса  юрламалли:

     Аслă  пирĕн  çут  тĕнчемĕр,
     Пурăнма  çук  икĕ  ĕмĕр.
     Çавăнпа та  пĕр-пĕрне        
     Кирлĕ  мар  кÿрентерме.      
 
     Чăвашсем, эпир,  именчĕк.
     Çÿхелсе  юлсан та енчĕк, 
     Чунсемпе  пулар пуян,
     Çук  илме  йăлтах  укçан.

Пурнăç  çулĕ – кукăр-макăр.
Çав-çавах  пĕр   йăнăшмасăр  
Ăнтăласчĕ  малаллах. 
Шăпана  каяймăн  хирĕç,
Ĕç  çинче  пуласчĕ  тивĕç                                                                   Мухтавпа  чыса  анчах.   

Нихăçан  та  ан  мансамăр:
Телее  туптатпăр  хамăр.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Аслӑ тӗнче" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен