ГлавнаяИсполнителиЧӑваш халӑх юрриЮратап сана (Ҫавал)
название:

Юратап сана (Ҫавал)


автор:

Чӑваш халӑх юрри


рейтинг: ★★★★★ / 5.1 / 1051 просмотр
Юрататӑп сана, юрататӑп сана
Юрататӑп сана чӗререн
Тӗлӗкре ҫеҫ курап, санӑн ҫутӑ сӑнна
Ҫавӑнпа ҫеҫ чуна йӑпатап

Пӗр ҫурхи лапкӑ каҫ, пӗр ҫурхи каҫ
Эс чуп турӑн мана тутаран
Юрататӑп тесе ахальтен каламан
Ҫавӑн чух эс мана хӑлхаран

Кашни каҫах кӗтеп, кашни каҫах кӗтеп
Эп сана малтанхи вырӑнта
Мӗн шуҫӑм киличчен уйӑхпа калаҫап
Килелле те пӗччен утап.

Юрататӑп сана, юрататӑп сана
Юрататӑп сана чӗререн
Тӗлӗкре ҫеҫ курап, санӑн ҫутӑ сӑнна
Ҫавӑнпа ҫеҫ чуна йӑпатап

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Юратап сана (Ҫавал)" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен