ГлавнаяИсполнителиЧăваш халăх юрриПирĕн урам анаталла
название:

Пирĕн урам анаталла


автор:

Чăваш халăх юрри


рейтинг: ★★★★★ / 4.8 / 790 просмотров
Пирӗн урам анаталла 
Шуса анать пӗр ҫуна
Эп урампа иртнӗ чухне
Йӗрсе юлать хӗрача

И, ҫил вӗрет, ҫил вӗрет те
Ҫил ҫӗклентерсе ярать
Чӗрпеле чӑтаймасӑр
Йӗрсе юрласа ярать

И, тил юртать, тил юртать те
Ҫипрен ҫинҫе ҫулпала
Мана савни ӳпкелешет
Выляса каланӑ сӑмахшӑн

Кӗпер ҫине шыв илет те
Шур кӗпине кам илет?
Савни савнине илет те
Савманнине кам илет?

Шурӑ пӳрте кӗрӗттӗм те
Ура салтса ҫӳрӗттӗм
Савни ҫумне ларӑттӑм та
Сар ҫу пекех ирӗлӗттӗм

Саркайӑксем юрлаҫҫӗ те
Тул ҫутӑлнӑ вӑхӑтра
Юрлама мар, йӗрсе ярӑн
Аса килнӗ вӑхӑтра

Ҫӗнӗ кӗлет умӗнче те
Шӑнтӑм, савни, кӗрӗкне пар
Автан авӑтать,тул ҫутӑлать
Каятӑп, савни, ална пар

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Пирĕн урам анаталла" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен