ГлавнаяИсполнителиЧӑваш халӑх юрриЧӑваш ташши 5
название:

Чӑваш ташши 5


автор:

Чӑваш халӑх юрри


рейтинг: ★★★★★ / 5.2 / 1157 просмотров
Пулӑҫ пулла юратать
Пулли шыва юратать
Тути ӗҫме юратать те
Ури ташша юратать

Шурӑ чӑлха тӑхӑнсан
Калушсӑр та юрӗ-ха!
Кам веселый пулсассӑн та
Стариксӑр те юрӗ-ха

Чӑпар купӑста яшки
Камӑн ҫиес килтӗр-ха?
Ялан эпир ташланине
Камӑн курас килтӗр-ха?

Усал пулать шурӑ ласа
Тӑрантаспа ҫӳреме
Старик пулса-маттур пултӑр
Ҫын хушшинче ҫӳреме

Ан ырлӑр пире
Ан хурлӑр пире
Эпир сирӗн ялсем мар
Паллаймастӑр пире

Пӳрт ҫӳмӗпе шыв юхать
Алла ҫума юрамаҫ
Харпӑр хӑйне мӑнна хурса
Ҫынран кулма юрамаҫ

Акӑ ӗнтӗ, пӑх ӗнтӗ
Калама та ҫук ӗнтӗ
Ура тупань хӗрсе кайрӗ
Чарӑнма та ҫук ӗнтӗ

Эх шӑм-шакки
Вӗлтӗр-вӗлтӗр кӗлетки
Вилсен тӑпра пулмалла та
Унччен тулӑ вырмалла

Хулӑ касса сӑпка турӑм
Кин ачине сиктерме
Кинӗн ачи пулмасан та
Кинне хӑйне сиктерме

Ҫитет пулӗ юрласа
Ҫитет пуль такмакласа
Итлекен йӑлӑхрӗ пулӗ
Купӑсҫи ывӑнчӗ пуль

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Чӑваш ташши 5" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен