ГлавнаяИсполнителиЧӑваш халӑх юрриКăмăлĕшĕн юратап
название:

Кăмăлĕшĕн юратап


автор:

Чӑваш халӑх юрри


рейтинг: ★★★★★ / 5.5 / 1537 просмотров
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫырма юхать
Сассишӗн ҫеҫ мар
Тӑрӑ шывӗшӗн пит юратап

Ери-тавра тӑван юрлать
Кӗввишӗн ҫеҫ мар
Сӑввийӗсене пит юратап

Хумлӑн-хумлӑн ыраш кашлать
Хумӗшӗн ҫеҫ мар
Тырри-пуллишӗн пит юратап

Ура хуҫса тӑван ташлать
Ташшишӗн ҫеҫ мар
Такмакӗсемшӗн пит юратап

Шур кӑмака шур ҫуртӑмра
Шурришӗн ҫеҫ мар
Ӑшшийӗшӗн пит юратап

Ик куҫ тулли тӑван умра
Тӑваншӑн ҫеҫ мар
Кӑмӑлӗшӗн пит юратап

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Кăмăлĕшĕн юратап" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен