ГлавнаяИсполнителиЕлена СмородиноваНикама та ан кала
название:

Никама та ан кала


автор:

Елена Смородинова


рейтинг: ★★★★★ / 5 / 1007 просмотров
Йӑрӑс хурӑн, ешӗл хурӑн, симӗс тутӑр, шур кӗпе.
Сывлӑм сыпнӑ улӑх урлӑ эпӗ утрӑм савнипе.
Эпӗ утрӑм савнипе юрату сукмакӗпе.
Хурӑн, сисрӗн пулмалла,  никама та ан кала.

Никама та, никама та ан кала.
Хурӑн, эсӗ, никама та ан кала.

Тӑрӑ шывӗ, хумлӑ шыв. Кӗмӗл карлӑклӑ кӗпер.
Чун чӗрешӗн каҫ кӗске-мӗн, ир ирлерӗмӗр эпир.
Эп каҫрӑм савнипе юрату кӗперӗпе.
Шывӑм, илтрӗн пулмалла, никама та ан кала.

Никама та, никама та ан кала.
Шывӑм, эсӗ, никама та ан кала.

Эп калаҫрӑм савнипе юрату сӑмахӗпе.
Уйӑх, куртӑн пулмалла, никама та ан кала.

Никама та, никама та ан кала.
Уйӑх, эсӗ, никама та ан кала.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Никама та ан кала" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен