ГлавнаяИсполнителиЕвгений КузнецовХусах
название:

Хусах


автор:

Евгений Кузнецов


рейтинг: ★★★★★ / 5.4 / 1441 просмотр
Кĕввипе сăвви: Юрий Кашкăр

1.Эх, анне, аннеçĕм, çума килсе лар,
Кин кĕртесси çинчен уççăн калаçар.
Эх, атте, кăмăлна ирĕкелле яр,
Тахçанах авлантарасшăн – халь сÿтсе явар.

Хушса юрламалли:
Калатăп юлашки, юлашки хутчен:
Пурнассăм ман килет хальĕхе пĕччен,
Эп çÿрĕп-ха тĕнче, çут тĕнче касса
Чăн тивĕçлипе юрăхлине шыраса.
Хĕрĕсем пит нумай, пылак çырла пек,
Анчах та çитĕнмен-ха манăн чечек.
Чăн хитри уçăлса çеç пырать кăна,
Тур щырнине кĕтсе халь пурнатăп-ха!

    2.Эх, чăваш пикиçĕм, мĕн кирлине ыйт,
Ĕщпе пулăшатăп - чĕрене ан тыт.
Юмах пек каç пултăр саншăн кашни кун,
Черчен уçăлман чечекпе пулĕ манăн чун.

   3. Çăмăллтай эс теççĕ авланакансем,
Вăрттăн ăмсанаççĕ хусаха хăйсем.
Хăмăт тăхăнтартнă арăмĕ пуçа,
Авланиччен эпĕ пулăп хампа хам хуçа.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Хусах" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен