ГлавнаяИсполнителиНеизвестенВалерий Раштав сăвви
название:

Валерий Раштав сăвви


автор:

Неизвестен


рейтинг: ★★★★★ / 5.4 / 1350 просмотров
Валерий Раштав сăвви
Александр Быковский кĕвви

Тăхтасам  эс  паян,
Уйрăлма  вăхăт  мар.
Тахçанах  эп  пулман
Санпала  юнашар.

Чĕреме  ан  амант,
Эс  юлсам  ман  патра.
Çак  телейлĕ  самант
Пулĕ  пирĕн  асра.

Хушса юрламалли:

      Калаçассăм  килет
      Санпала  мĕн  ирччен
      Юрату  та  тивлет,
      Çутă  ĕмĕт  çинчен.

      Ăшшăн  çеç  çупăрлар
      Вăтанса  пĕр-пĕрне.
      Шухăшпа  çул  тытар
      Сарă  Кун  çĕршывне.

Хуп-хура  куç  харши,
Шăнкăрав  пек  ян  сас.
Эс  чипер  ытлашши,
Эпĕ  уншăн  хавас.

Ĕнтĕ  памăп  сана
Никама  нихăçан.
Упрамашкăн  хăвна.
Чун  савниçĕм,  ан  ман.

Хушса юрламалли:

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Валерий Раштав сăвви" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен