ГлавнаяИсполнителиИван АрхиповШăпчăксем манпа юрлаççĕ
название:

Шăпчăксем манпа юрлаççĕ


автор:

Иван Архипов


рейтинг: ★★★★★ / 5.4 / 1375 просмотров
1) Купăса алла тытатăп 
    Савни патнелле утатăп
    Юрласа урампа чунăма уҫса
    Шăпчăксем манпа юрлаҫҫĕ
    Е купăспа ăмăртаҫҫĕ
    Сассем пĕрлешсе каяҫҫĕ урампа

                                             П-в
                                Савни кантăк уҫса яр
                                Каҫĕ лăпкă та уяр
                                Урама, урама тухсам уҫăлма
                               Тунсăхларăм чăтăм ҫук
                               Пĕр кун сансăр канăҫ ҫук
                               Пĕр сана, пĕр сана хатĕр юратма

2) Эп пĕлетĕп эс кĕтетĕн
    Тĕл пулма хатĕрленетĕн
    Хĕпĕртетĕн те илтсессĕн юррăма
    Пултаруллă та сăпайлă
    Чăн хитри калаҫни майлă
    Çавăратăн ҫавăратăн пуҫăма

 
3) Шăпчăксем ҫаплах юрлаҫҫĕ
    Савнине тухма ыйтаҫҫĕ
    Çуллахи, ҫăлтăрлă  каҫхи урама 
    Кĕҫех алăк сасси пулчĕ
    Савни тухрĕ те йăл кулчĕ 
    Çак самантшăн эпĕ хатĕр пурăнма

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Шăпчăксем манпа юрлаççĕ" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен