ГлавнаяИсполнителиЛекеров СергейШăнкрав курăкĕ
название:

Шăнкрав курăкĕ


автор:

Лекеров Сергей


рейтинг: ★★★★★ / 4.9 / 854 просмотра
Эс чĕтретĕн-и, эс йĕретĕн-и?
Ма салхуллă сан йăл куллу?
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?
Шăнкрав курăкĕ — уйрăлу.
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?
Шăнкрав курăкĕ — уйрăлу.

Утас çук урăх, чупас çук урăх
Сывлăм сырăннă сукмакпа.
Ирхи тĕлĕкĕм, çурхи ĕмĕтĕм,
Урăх тĕл пулас çук санпа.
Ирхи тĕлĕкĕм, çурхи ĕмĕтĕм,
Урăх тĕл пулас çук санпа.

Чăрăш авăнĕ, куккук авăтĕ,
Илĕртсе манми чăтлăха
Ӳкĕнессĕм çук, ӳкĕтлессĕм çук
Ĕнерхи хавас яшлăха.
Ӳкĕнессĕм çук, ӳкĕтлессĕм çук
Ĕнерхи хавас яшлăха.

Кăмăлна хытар, куççӳльна пытар
Кирлĕ мар йĕме, кирлĕ мар.
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?
Ална пар савни, уйрăлар.
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?
Ална пар савни, уйрăлар.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Шăнкрав курăкĕ" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен