ГлавнаяИсполнителиЛариса ЯковлеваАча чухне)
название:

Ача чухне)


автор:

Лариса Яковлева


рейтинг: ★★★★★ / 5.3 / 1329 просмотров
1. Çуркунне  иртсен  çулла  часах  çитет.
Ăçта  шăвать-ши  вăл, утса-ши  вăл иртет.
Яланах  асра  юлаççĕ  самантсем,
Пурте  пĕрле  пулнисем.
Çумăрлă   çанталăк  е çил-тăман,
Чупнă  урампа  эпир  çаруран,
Хальхи  пек  тăрать-çке  ман  куç умĕнче
Ташлани  çут тăрринче.
 
Хушса  юрламалли: Ача  чухне савăнса та йăл кулса
                                      Эп  чупаттăм  урампа  выляса-кулкаласа.
                                      Юлташсене тав  тăватăп пуç  тайса,
                                      Иртнĕ кайнă  çулсене  манас  мар, çухатас  маар.

2. Тав  мана çуратнă  атте-аннене,
Кăмалпа  ÿстернĕ  хаклă  çынсене.
Ăшăтрăр  пире мĕнпур  вăй-халпала
Çын  тăвас  шухăшпала.
Час-часах  пĕрле  пулманшăн  каçарсам,
Пурпĕр  тухмăр  эсир  пирĕн  асăмран,
Çут ачалăх  парнеленĕшĕн  тавах ,
Ĕмĕтре  вăл  яланах.

                Хушса юрламалли.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Ача чухне)" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен