ГлавнаяИсполнителиЕвгений КузнецовСана курсан
название:

Сана курсан


автор:

Евгений Кузнецов


рейтинг: ★★★★★ / 5.1 / 1140 просмотров
Альбина Юрату сăвви
                                 Александр Быковский кĕвви

Сана  курсан ялан хавас тапать хĕрÿ чĕре.
Вĕçес килет санпа пĕрле сенкер çÿл тÿпере.

хушса юрламалли:

       Сана курсан, сана курсан, сана курсан
       Телейлĕ эп,
       Вĕçетĕп эп,
       Алран тытсан, куçран пăхсан, йăл-йăл кулсан
       Юрлатăп эп,
       Пурнатăп эп.
 
Санпа пайлас килет кун-çулăмри кашни куна.
Пĕрмай курас килет кăвак куçна, йăл куллуна.

хушса юрламалли:

Çĕр варринче хĕвел çиçсе тухать сана курсан,
Пин çăлтăрпа тулать чĕре эс юнашар пулсан.
  
хушса юрламалли:

Таса илемлĕ туйăм çук чăн-чăн юратуран,
Вăл – пурăнăç юрри, хăватлă вăл шывпа вутран.

хушса юрламалли:

         Сана савса  ман чĕре çут туйăмпа вĕрет
         Чăн  юрату  çак кĕвĕре.

хушса юрламалли:

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Сана курсан" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен