ГлавнаяИсполнителиC.Васильева & Е.КузнецовЧĕрене хушаймăн (сл.-Валерий Раштав, муз.-Александр Быковский)
название:

Чĕрене хушаймăн (сл.-Валерий Раштав, муз.-Александр Быковский)


автор:

C.Васильева & Е.Кузнецов


рейтинг: ★★★★★ / 4.6 / 644 просмотра
Валерий Раштав сăвви
Александр Быковский кĕвви

Хĕр:
Эс  вылянчăк   çурхи   çил  пекех.
Тупнă   теççĕ  эс  çĕнĕ  пике.
Кур-ха  эс, тусăм,   сан   вырăнна
Çупăрлать   ăшă  çумăр   мана.
 
Каччă:
Айăпла  эс  мана, айăпла.
Тен,  Турри  çырнă  пулĕ  çапла.
Çиçĕм  çиçрĕ   уяр   тÿпере,
Килĕштертĕм  эп   урăх   хĕре

  Припев:
     Çук, хушаймăн манма чĕрене
     Ĕнерхи сар хĕвеллĕ куна.
     Куççуль мар тăкăнать çĕр çине,
     Ку вăл çумăр тумламĕ кăна.
     Сукмаксем  пирĕн  икĕ  енне
     Уйрăлаççĕ  пулсан  та,  çавах
     Ыр  сунасчĕ  ялан  пĕр-пĕрне.  
     Шел,  вĕçленчĕ  илемлĕ  юмах.

Хĕр:
Ан  кала  пĕр сăмах та  мана,
Ан  сипле  тăварпа  сурана.
Ирĕк  çеç  пар  пăхмашкăн  паян
Юлашки  хут  хура  куçунтан.

Каччă:
Ан  кÿрен  эс  мана,  ытлашши.
Чунăмра – вут-хĕлхемĕн  ташши.
Йăнăш  утăм  тумастăп-и  халь?
Тепринпе,  тен,  çÿретĕп  ахаль?

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Чĕрене хушаймăн (сл.-Валерий Раштав, муз.-Александр Быковский)" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен