ГлавнаяИсполнителиНеизвестенĂçтан-ши тупăнчĕ паян
название:

Ăçтан-ши тупăнчĕ паян


автор:

Неизвестен


рейтинг: ★★★★★ / 4.8 / 750 просмотров
Ăçтан-ши тупăнчĕ паян
Çак шухă ĕмĕтлĕ тĕнче?
Савни санпа эп нихăçан
Пулман çăтмах ырлăхĕнче.
Ытарлăн эс куçна хĕссе
Мана чĕнен улах (?) çĕре.
Тăратăп эпĕ именсе,
Тапать пăлхавлăн яш чĕре...

Анчах ку тĕлĕк çеç иккен,
Эс ирĕлетĕн шур тĕтрен.
Шел, уйăрать пире çутти,
Хăçан тĕл пулăпăр эпир?
Вутланать шуçăм тухăçра,
Хĕвел хĕлхемĕ кантăкра,
Вĕçленеймен хитре юмах
Таçта çухалчĕ самантрах.

Ăçтан-ши тупăнчĕ паян
Çак çепĕç туйăмлă тĕнче?
Савни санпа эп нихăçан
Пулман асам ытамĕнче.
Тупа туса мана савма
Эс парнелетĕн кĕлчечек,
Сăлтавăм пур çунатланма,
Вĕçетĕп эп сар кайăк пек...

Анчах ку тĕлĕк çеç иккен,
Эс ирĕлетĕн шур тĕтрен.
Шел, уйăрать пире çутти,
Хăçан тĕл пулăпăр эпир?
Вутланать шуçăм тухăçра,
Хĕвел хĕлхемĕ кантăкра,
Вĕçленеймен хитре юмах
Таçта çухалчĕ самантрах.

Анчах ку тĕлĕк çеç иккен...
Вĕçленеймен хитре юмах...

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Ăçтан-ши тупăнчĕ паян" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен