ГлавнаяИсполнителиАвгуста Уляндина (feat. группа Ярды)Керекере
название:

Керекере


автор:

Августа Уляндина (feat. группа Ярды)


рейтинг: ★★★★★ / 4.9 / 900 просмотров
Чӳречине яри те уҫса ярар
Итлемешкӗн сарӑ кайӑк ай юррине
Итлемешкӗн сарӑ кайӑк ай юррине

Атя уҫса яр, умне пырса лар
Сарӑ кайӑк юрланине илтсе йӑпанар
Сарӑ кайӑк юрланине илтсе йӑпанар

Чӗнтӗрле те хапхине уҫса хурар
Кӗтнӗ хӑна килнишӗн ай савӑнса
Кӗтнӗ хӑна килнишӗн ай савӑнса

Атя уҫса хур, хирӗҫ тухса кур
Хӑнасене хисеп туса сӑра ӑсса хур

Чӗнтӗрлӗ те хапхаран ай кӗрсессӗн
Тапӑртатакан тур лашине тӑварса яр
Тапӑртатакан тур лашине тӑварса яр

Тӑварса яр, сӗллине пар 
Инҫе ҫула каймаллине манса ан кайӑр
Инҫе ҫула каймаллине манса ан кайӑр

Тӑван патне хӑнана ай килсессӗн
Кӗрекере ларса та ай савӑнар
Кӗрекере ларса та ай савӑнар

Ларса савӑнар, туслӑ калаҫар 
Ӗмӗр хӑвӑрт иртсе каять, туслӑ пурӑнар
Ӗмӗр хӑвӑрт иртсе каять, туслӑ пурӑнар

Ларса савӑнар, туслӑ калаҫар 
Ӗмӗр хӑвӑрт иртсе каять, туслӑ пурӑнар
Ӗмӗр хӑвӑрт иртсе каять, туслӑ пурӑнар

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Керекере" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен