ГлавнаяИсполнителиЫрă кун, тăван, сана!Краснов Николай
название:

Краснов Николай


автор:

Ырă кун, тăван, сана!


рейтинг: ★★★★★ / 5.4 / 1417 просмотров
1. Ырă кун, тăван, сана!
Мěнле пурăнан?
Эпě чěнсен хăнана
Темшěн эс пыман.
Ěлěк пурăннă пěрле,
Пěр-пěрне манман.
Халь мěн пулнă ши пире?
Тахҫанах курман.
Х.ю.: 
Вăхăту пулсан – 
Ларса кан тăван.
Сана тěл пулсан
Чун савăнать манн.
Эс те ватăлан 
Улшăнман сăнран
Тăван мěн калать
Ҫул иртет кунран.

2. Кÿрентернě те пуль
Хăш чухне сана
Эпир тухнă пěр килтен 
Каҫарсам манна
Атте-анне пехилне
Манар мар нихҫан
Ырă сунса пěр пěрне
Пурăнар ялан.
Х.ю.:

3. Вăхăт ҫулне пěлме ҫук
Вăл пěр май шăвать
Турă мěн ҫырнă теме ҫук
Пурăнас пулать
Ҫуралатпăр ҫěр ҫине 
Хăнана кăна
Анчах темшěн хăш чухне
Манатпăр ҫавна.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Краснов Николай" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен