ГлавнаяИсполнителиЕвгений КузнецовТăкăнать куççуль (NEW) муз.-Сергей Марков, сл.-Валерий Раштав
название:

Тăкăнать куççуль (NEW) муз.-Сергей Марков, сл.-Валерий Раштав


автор:

Евгений Кузнецов


рейтинг: ★★★★★ / 5.5 / 1502 просмотра
Ыткăнтăм  ирех
Вĕçсĕр  уй-хире,
Уçас  терĕм  шуçăм  каррине.
Анчĕ  те  тĕтре,
Çĕтрĕм  çул-йĕре. 
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.
Анчĕ  те  тĕтре,
Çĕтрĕм  çул-йĕре. 
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.

     Тытаймарăм  пуль,
     Тытаймарăм  пуль
     Эп  телейĕм  кайăкне  çÿлтен. 
     Тăкăнать  куççуль,
     Тăкăнать  куççуль
     Шухăшланă  май  шăпам  çинчен.

Утрăм  кăнтăрла  
Сĕм  вăрман  енне,
Татас  терĕм  шурă  лантăшне.
Вĕрчĕ  те  сив  çил
Шăнтрĕ  чечеке,
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.

Тухрăм  каçхине
Вăйă  картине,
Курас  терĕм  чунăм  савнине.
Килчĕ  те  çич  ют
Уйăрчĕ  пире,
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Тăкăнать куççуль (NEW) муз.-Сергей Марков, сл.-Валерий Раштав" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен