ГлавнаяИсполнителиЕвгений КузнецовТăкăнать куççуль (сл. В.РАШТАВ-муз.С.МАРКОВ)
название:

Тăкăнать куççуль (сл. В.РАШТАВ-муз.С.МАРКОВ)


автор:

Евгений Кузнецов


рейтинг: ★★★★★ / 5 / 978 просмотров
Ыткăнтăм ирех
Вĕçсĕр уй-хире,
Уçас терĕм шуçăм каррине.
Анчĕ те тĕтре,
Çĕтрĕм çул-йĕре. 
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.
Анчĕ те тĕтре,
Çĕтрĕм çул-йĕре. 
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.

Тытаймарăм пуль,
Тытаймарăм пуль
Эп телейĕм кайăкне çÿлтен. 
Тăкăнать куççуль,
Тăкăнать куççуль
Шухăшланă май шăпам çинчен.

Утрăм кăнтăрла 
Сĕм вăрман енне,
Татас терĕм шурă лантăшне.
Вĕрчĕ те сив çил
Шăнтрĕ чечеке,
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.

Тухрăм каçхине
Вăйă картине,
Курас терĕм чунăм савнине.
Килчĕ те çич ют
Уйăрчĕ пире,
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.

Валерий Раштав сăвви
Сергей Марков кĕвви

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Тăкăнать куççуль (сл. В.РАШТАВ-муз.С.МАРКОВ)" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен