ГлавнаяИсполнителиАлексей ШадриковЧун вĕçет
название:

Чун вĕçет


автор:

Алексей Шадриков


рейтинг: ★★★★★ / 4.9 / 910 просмотров
никама каламан сăмаха
каларăм сана пĕрре курса,
пурнăçа çавăрса юмаха
телей тупрăм сана юратса.
никама каламан сăмаха
калас килет пĕр сана кăна,
савмасăр май çук савниçĕм ман
чунăм вĕçет халь юратнăран
эп кĕтнĕ сана каçсерен,
эп кĕтнĕ сана кунсерен,
сана, тусăм, тĕл пуличчен
эп пурăнман та пуль хальччен.
сан хăмăр тĕслĕ куçусем,
ыраш кĕлти пек çӳçӳсем,
эс маншăн тăванран тăван
чунăм савнийĕм эсĕ ман
калаймăп эп çветтуй тесе
пулнă ман çылăхсем пайтах
çапах калас тăк чăннине
юратнă эп сана анчах
сăваплă тур кĕнекинче
çырнă пире тату пулма
çавăнпа пĕрре курнипе
юрататăп терĕм сана

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Чун вĕçет" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен