ГлавнаяИсполнителиСветлана Трофименко, Евгений НиколаевЭс мана каçсерен тĕлленетĕн
название:

Эс мана каçсерен тĕлленетĕн


автор:

Светлана Трофименко, Евгений Николаев


рейтинг: ★★★★★ / 5 / 998 просмотров
ЭС МАНА КАÇСЕРЕН ТĔЛЛЕНЕТĔН
Вăрăм Палюк сăвви
Людмила Кинер кĕвви
.
Эс манран кĕçĕнрех пулнăран
Куçунтан та пăхма именетĕп.
Йăл кулса ман умра эс тăран,
Эпĕ эс пăхнипех хĕмленетĕп.
.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Эс, савни, çăлтăр евĕр хитре,
Урамри хурăн пек йăрăс пÿллĕ!
Кăлт тапать çулăм хыпнă чĕре,
Пăхсанах паллă: эсĕ хĕрÿллĕ.
.
Эс, савни, çăлтăр евĕр хитре,
Урамри хурăн пек йăрăс пÿллĕ!
Пĕрле чух мĕнле лайăх пире,
Иксĕмĕр тĕл пуласчĕ каç кÿлĕм!
.
Эс манран кĕçĕнрех пулнăран
Чуп тума та сана именетĕп.
Сан туту пылакрах çырларан,
Санăн илемÿпе киленетĕп.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.
Эс манран кĕçĕнрех пулнăран
Аллунтан та тытма именетĕп.
Кăмăлу çемçерех сар çуран,
Эс мана каçсерен тĕлленетĕн.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Эс мана каçсерен тĕлленетĕн" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен