ГлавнаяИсполнителиАндрей КузнецовТӑван ял
название:

Тӑван ял


автор:

Андрей Кузнецов


рейтинг: ★★★★★ / 5.3 / 1311 просмотров
Сӑвви Вӑрӑм Палюкӑн
Кӗвви Сергей Марковӑн
 
Тӑван ял
 

Кашни кунах аса илетӗп
Тӑван яла, ачалӑха.
Упратӑп савнӑ тӗп киле те
Хам чӗрере яланлӑха.
Кашни кунах аса илетӗп
Юратнă атте-аннене.
Тӑван яла кайса килетӗп
Пӑхма куҫран-куҫ вӗсене.

Хушса юрламалли:

Ҫуралнă ял – чунри хӗвелӗм –
Ялан кӳрет сӳнми вӑй-хал.
Юрлать чӗре, вӑл вут-хӗлхемлӗ,
Асрах йӑмраллӑ савнӑ ял!

Кашни кунах аса илетӗп
Тӑвансемпе юлташсене.
Ҫак юррӑма та парнелетӗп,
Чи ҫывăх, хаклӑ ҫынсене.

Хушса юрламалли:

Ҫуралнă ял – чунри хӗвелӗм –
Ялан кӳрет сӳнми вӑй-хал.
Юрлать чӗре, вӑл вут-хӗлхемлӗ,
Асрах йӑмраллӑ савнӑ ял!
Туятӑп эп хама телейлӗ,
Ялта эп тупнӑ ӑраскал.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Тӑван ял" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен