ГлавнаяИсполнителиАндрей КузнецовТӗлӗкри сӑнар
название:

Тӗлӗкри сӑнар


автор:

Андрей Кузнецов


рейтинг: ★★★★★ / 5.1 / 1118 просмотров
Вероника Арисова

Тӗлӗкри сӑнар

Янкӑр, ҫӳллӗ тӳпе! 
Ӑмсанса пӑхатӑп эпӗ
Аякран савниҫӗм килнине.
Сансӑр тунсӑх мана,
Пулӑшсам, мана савниҫӗм
Сан пата сукмак хывса ҫитме паянхи каҫ.
Янкӑс айлӑмра
Юратса пӑхать хӗвелӗ,
Сан куллу пекех чуна савса.
Симӗс курӑк ҫинче
Юрату сана суйларӗ,
Яланах санпа пулма хистет манӑн чӗре!

Хушса юрламалли:

Тӗлӗкри сӑнар, чӗремри ҫутӑ санар!
Янкӑр-янкӑр юрӑ кай!
Юррӑм, кай эс инҫете!
Савнине ҫитсе пӗлтер эс
Эп ӑна юратнине!

Кун та, ав, таврӑнса
Анӑҫа пӑхма васкарӗ.
Кӑсӑклантаран эс чунӑма, ах чунӑма!
Чунӑм, эсӗ кӑна,
Сан ҫинчен ялан шутлатӑп,
Тӗлӗкри сӑнара ҫывхартма, ҫывхартма!

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Тӗлӗкри сӑнар" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен