ГлавнаяИсполнителиАндрей КузнецовХӗрарӑмра тӗнче илемӗ
название:

Хӗрарӑмра тӗнче илемӗ


автор:

Андрей Кузнецов


рейтинг: ★★★★★ / 5.2 / 1235 просмотров
Сӑвви Альбина Юратӑвӑн
Кӗвви Александр Павловӑн

Хӗрарӑмра  тӗнче илемӗ

Этемлӗхӗн   черчен  ҫеҫкийӗн ҫурӑлса
Ҫак ҫӗр ҫине эс килнӗ хӗрача пулса.
Кӑвак тӳпеллӗ ҫут ачалӑху  хыҫра.
Пӗрремӗш юратун  ҫут туйӑмӗ  чунра.
Шӑпа ҫырни хӑех хапха умне килсен
Туй кӗрлеттернӗ тӑванпа, туспа  пӗрле.
"Анне"  ята пӗрремӗш ачунтан илтсен
Ҫут савӑнӑҫ куҫҫулӗ юхнӑ ир, ҫӗрле.

хушса юрламалли:
Хӗрарӑмра  тӗнчен мӗн пур илемӗ,
Пӗр вӑхӑтрах вӑл ҫуркунне те кӗркунне.
Ун ҫумӗнчен чӑн-чӑн  телей  иртеймӗ,
Илет пурне те  юратуллӑ ытамне.  

Яланхилле  эс ачусемшӗн савӑнан,
Шур тутӑр вӗҫӗпе ҫут куҫҫульна шӑлан.
Мӑнукусем  те   вӗҫӗҫ  ӑшӑ  йӑвунтан,
Ҫавах та  ан хурлан, эс тӑванпа пуян.
Шух вӑхӑт-урхамах   чупать  хӑй ҫулӗпе,
Кун-ҫул сукмакӗ витӗннӗ шап-шур юрпа. 
Васкаҫҫӗ савнӑ  ачусем     парнесемпе,
Кӗтсе илме тухсам  эс ҫӗнӗ юрӑпа...

хушса юрламалли:
Хӗрарӑмра  тӗнчен мӗн пур илемӗ,
Пӗр вӑхӑтрах вӑл ҫуркунне те кӗркунне.
Ун ҫумӗнчен чӑн-чӑн  телей  иртеймӗ,
Илет пурне те  юратуллӑ ытамне.  
Хӗрарӑмра пурнать чӑн-чӑн тасалӑх
Вӑл асанне те, кукамай, черчен  анне. 
Ун аллинче хитре  ҫап-ҫут пуласлӑх. 
Умне чӗркуҫленсе  калар тав сӑмахне.
Хӗрарӑмра  тӗнчен мӗн пур илемӗ,
Пӗр вӑхӑтрах вӑл ҫуркунне те кӗркунне.
Ун ҫумӗнчен чӑн-чӑн  телей  иртеймӗ,
Илет пурне те  юратуллӑ ытамне.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Хӗрарӑмра тӗнче илемӗ" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен