ГлавнаяИсполнителиАндрей кузнецовЧи хӑватлӑ туйӑм - юрату
название:

Чи хӑватлӑ туйӑм - юрату


автор:

Андрей кузнецов


рейтинг: ★★★★★ / 4.8 / 763 просмотра
Сӑвви Альбина Юратӑвӑн
Кӗвви Александр Быковскийӗн

Чи хӑватлӑ туйӑм, чи ҫунатлӑ туйӑм - Юрату

Тем тӗрлӗ туйӑмпа этем чӗри пуян.
Унта пурнаҫҫӗ килӗшӳ, асап, суя,
Юратупа  ҫут тунсӑх, шанчӑк, кӳренӳ, 
Илем, телей, сӑвап,  хавха та ӗненӳ. 

Хушса юрламалли:
Чи сӑваплӑ  туйӑм, чи асамлӑ туйӑм  
Хӗвел пек ӑшӑтать    вӑл ҫын чунне. 
Чи хӑватлӑ туйӑм, чи ҫунатлӑ туйӑм  
Тытса тӑрать  ҫак   ҫутӑ  тӗнчене. 

Хӗм-юрату  ҫиҫет  манра кӑвар сапса,
Вӑй-хал парать  ҫӗр ҫийӗпе патвар утма. 
Туссен ӑш сӑмахне упратӑп савӑнса,
Юратӑва нихҫан эс ан васка сутма. 

Юратнӑ чух чунра  шап-шурӑ ҫуркунне,
Ман  ҫӑлтӑрӑм  ҫунать    илемлӗн ялкӑшса. 
Ҫумра  савни, ача-пӑча, атте-анне -
Пурнар  пӗрне-пӗри савса та ыр сунса.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Чи хӑватлӑ туйӑм - юрату" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен