ГлавнаяИсполнителиСветлана ТрофименкоЧаннипех юратан ток савнищем, пур щертен те мана эс чупту)
название:

Чаннипех юратан ток савнищем, пур щертен те мана эс чупту)


автор:

Светлана Трофименко


рейтинг: ★★★★★ / 4.6 / 600 просмотров
ÇИÇĔМ МАР КУ – ВĔРИ ЮРАТУ!
Вăрăм Палюк сăвви
.
Антăхсах эс мана чуп тăватăн,
Юлашки хут тĕл пулнă пекех.
Чун сисет-çке, мана эс саватăн,
Кун пирки иккĕленмĕп текех.
.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Чăннипех юратан-тăк, савниçĕм,
Пур çĕртен те мана эс  чуп ту!
Чĕрере яланах çиçтĕр çиçĕм,
Çиçĕм мар ку – вĕри юрату!
.
Чăннипех юратан-тăк, савниçĕм,
Пур çĕртен те мана эс  чуп ту!
Маншăн эсĕ – пылак, тутлă иçĕм,
Пĕçертет тутана сан туту.
.
Пит çемçен эс мана ыталатăн,
Аллупа хытă чăмăртаса!
Çурхи сарă хĕвел пек кулатăн,
Туйăму шурă юр пек таса.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.
Хулран çирĕп тытса эс утатăн,
Уйрăлас та килмест ман санран
Ытала та чуп ту, ай, тата та,
Эп телейлĕ эс ман пулнăран!
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Чаннипех юратан ток савнищем, пур щертен те мана эс чупту)" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен