ГлавнаяИсполнителиНеизвестенЭсĕ манăн пикеçĕм
название:

Эсĕ манăн пикеçĕм


автор:

Неизвестен


рейтинг: ★★★★★ / 5.1 / 1053 просмотра
Эсĕ манăн пикеçĕм,
хура куçлă чĕкеçĕм.
Чĕререн эп юратрăм,
канăçа йăлт çухатрăм.

Юлташсем ăмсанаççĕ,
пире вăрттăн сăнаççĕ.
Анчах эсĕ пĕр манăн,
манпа çеç эс пулатăн.

Хушса юрламалли:
Саншăн темĕн те тăвап,
чунăма сутса ярап.
Эп пĕлетĕп, чун савни,
эсĕ манăн Тур çырни. 
Саншăн темĕн те тăвап,
чунăма сутса ярап.
Юн вĕретĕр чĕрере
эс пулсан манпа пĕрле.

Ман пата эс килсемччĕ,
ыталаса илсемччĕ. 
...
мана патăн ĕненсемччĕ.

Каçсерен ăсататăп,
ăшшăн çеç чуптăватăп. 
Эс мана юратнине,
чĕрепе эп туятăп.

Хушса юрламалли:

Улăхри чечек евĕр,
чунăма тыткăнлатăн. 
Ăшшăн-ăшшăн кулсассăн,
пуçăма çавăратăн. 

Тÿпери çăлтăрсем те,
пирĕнпе киленеççĕ. 
Пĕр-пĕрне нихăçан та,
ан пăрахăр тееççĕ.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Эсĕ манăн пикеçĕм" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен