ГлавнаяИсполнителиЛ.ВасильеваШăнкрав курăкĕ
название:

Шăнкрав курăкĕ


автор:

Л.Васильева


рейтинг: ★★★★★ / 5 / 1003 просмотра
Эс чĕтретĕн-и, эс йĕретĕн-и?
Ма салхуллă сан йăл куллу?
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?
Шăнкрав курăкĕ — уйрăлу.
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?
Шăнкрав курăкĕ — уйрăлу.

Утас çук урăх, чупас çук урăх
Сывлăм сырăннă сукмакпа.
Ирхи тĕлĕкĕм, çурхи ĕмĕтĕм,
Урăх тĕл пулас çук санпа.
Ирхи тĕлĕкĕм, çурхи ĕмĕтĕм,
Урăх тĕл пулас çук санпа.

Куккук авăтĕ, чăрăш авăнĕ,
Илĕртсе манми чăтлăха
Ӳкĕнессĕм çук, ӳкĕтлессĕм çук
Ĕнерхи хавас яшлăха.
Ӳкĕнессĕм çук, ӳкĕтлессĕм çук
Ĕнерхи хавас яшлăха.
Куззӳльна пытар, кăмăлна хытар
Кирлĕ мар йĕме, кирлĕ мар.

Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?
Ална пар савни, уйрăлар.
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?
Ална пар савни, уйрăлар.
Ална пар савни, уйрăлар.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Шăнкрав курăкĕ" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен