ГлавнаяИсполнителиКонстантин РязановЮратап сана
название:

Юратап сана


автор:

Константин Рязанов


рейтинг: ★★★★★ / 5.2 / 1213 просмотров
Епле пурӑнса-ши сансӑр ҫӗр ҫинче
Мӗн ма-ши халиччен курман-ши сана
Туллашнӑ манӑн чун эс ҫук каҫсенче
Хура тӗспе кӑна эп курнӑ ҫут куна

Утатӑп пӗр-пӗччен ҫаплах урампа
Кӗмӗл уйӑх шӑвать каҫхи тӳпере
Эс ҫук тахҫанах ҫумра халь манпа
Тен эсӗ пурнан питӗ инҫетре

Епле пурӑнса-ши сансӑр ҫӗр ҫинче
Мӗн ма-ши халиччен курман-ши сана
Туллашнӑ манӑн чун эс ҫук каҫсенче
Хура тӗспе кӑна эп курнӑ ҫут куна

Ҫут уйӑх тӳпере шӑватччӗ ирӗкре
Ӑнсӑртран темле-ҫке тӗл пултӑм каҫпа
Иксӗлми хӑватпа тапать ман чӗре
Мӗн пулчӗ-ши манпа пӗрле чух санпа?

Епле пурӑнса-ши сансӑр ҫӗр ҫинче
Мӗн ма-ши халиччен курман-ши сана
Туллашнӑ манӑн чун эс ҫук каҫсенче
Хура тӗспе кӑна эп курнӑ ҫут куна

Мӗн чуль шыраман пуль пурнӑҫра сана
Мӗн чуль куҫ хупман пуль сивӗ каҫсенче
Чун шыранӑ ялан пӗр сана кӑна
Тӑнӑ санӑн сӑну куҫӑм умӗнче

Епле пурӑнса-ши сансӑр ҫӗр ҫинче
Мӗн ма-ши халиччен курман-ши сана
Туллашнӑ манӑн чун эс ҫук каҫсенче
Хура тӗспе кӑна эп курнӑ ҫут куна

Шыранӑ пӗр сана, пӗр сана кӑна
Пӗр сана кӑна ҫав, пӗр сана кӑна
Сана кӑна

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Юратап сана" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен