ГлавнаяИсполнителиЕлена ОсмановаМан аттен паян çуралнă кунĕ
название:

Ман аттен паян çуралнă кунĕ


автор:

Елена Османова


рейтинг: ★★★★★ / 5.3 / 1261 просмотр
Ман аттен паян çуралнă кунĕ
    Турă патăр татах кун-çулне
    Сахал мар хура-шурне вăл курнă
    Пурнăç ир шуратнă ун пуçне
    Сахал мар хура-шурне вăл курнă
    Пурнăç ир шуратнă ун пуçне
    
    Ах аттеçĕм татах пурăн
    Эс пире савăнтарса
    Эс ÿстернĕ шурă хурăн
    Нумай лартăр кашласа
    Сан садра ав çитĕнеççĕ
    Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем
    Пирĕнпе чупса çÿреççĕ
    Чун юратнă мăнуксем
    
    Сан çине анне пăхать ытарлăн
    Ас илет, тен, иртнĕ кунсене
    Санпала çич хĕр те виççĕ ывăл
    Çуратса пĕрле ÿстернине
    Санпала çич хĕр те виççĕ ывăл
    Çуратса пĕрле ÿстернине
    
    Ах аттеçĕм татах пурăн
    Эс пире савăнтарса
    Эс ÿстернĕ шурă хурăн
    Нумай лартăр кашласа
    Сан садра ав çитĕнеççĕ
    Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем
    Пирĕнпе чупса çÿреççĕ
    Чун юратнă мăнуксем
    
    Ах, аттеçĕм, эпир сана юрататпăр.
    Ах, аттеçĕм, санпа мухтанатпăр.
    Ах, аттеçĕм, эс пурришĕн турра тав тăватпăр.
    Нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.
    
    Ваттисем каланă халала эс
    Пурнăçланă, атте, чăннипех
    Эс кайсан та тем чул йывăç кашлĕ
    Яту юлĕ сан мăнуксенче
    Эс кайсан та тем чул йывăç кашлĕ
    Яту юлĕ сан мăнуксенче
    
    Ах аттеçĕм татах пурăн
    Эс пире савăнтарса
    Эс ÿстернĕ шурă хурăн
    Нумай лартăр кашласа
    Сан садра ав çитĕнеççĕ
    Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем
    Пирĕнпе чупса çÿреççĕ
    Чун юратнă мăнуксем
    
    Ах аттеçĕм татах пурăн
    Эс пире савăнтарса
    Эс ÿстернĕ шурă хурăн
    Нумай лартăр кашласа
    Сан садра ав çитĕнеççĕ
    Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем
    Пирĕнпе чупса çÿреççĕ
    Чун юратнă мăнуксем

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Ман аттен паян çуралнă кунĕ" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен