ГлавнаяИсполнителиЕвгений КузнецовАса ил
название:

Аса ил


автор:

Евгений Кузнецов


рейтинг: ★★★★★ / 5.2 / 1229 просмотров
Альбина Юрату сăвви
Александр Быковский кĕвви

Хĕвелпе вăрансан аса ил эс мана,
Аса ил, аса ил эс пĕр мана.
Чи илемлĕ кулла парнелетĕп сана, 
Телейпе вăл çутаттăр сан сăнна.

хушса юрламалли:

Аса ил мана, савни,
Аса ил ялан. 
Эп саватăп пĕр сана,
Пĕр сана кăна.
Аса ил мана, савни,
Аса ил ялан. 
Эп саватăп пĕр сана,
Пĕр сана кăна.

Сарă уйăх тухсан тӳпене каçхине
Аса ил пĕр мана çеç савнине. 
Чи хитре  туйăма парнелетĕп сана
Шуçăмпа асамлаттăр сан куçна.

хушса юрламалли:

Хĕвелпе вăрансан аса ил эс мана,
Аса ил, аса ил эс пĕр мана.

хушса юрламалли:

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Аса ил" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен