ГлавнаяИсполнителиАлексей Московский, Дипендра МаниМанран салам
название:

Манран салам


автор:

Алексей Московский, Дипендра Мани


рейтинг: ★★★★★ / 5.5 / 1480 просмотров
Эп  килнĕ  инçетрен
Непал  çĕршывĕнчен.
Мĕнпе-ши  тыткăнларĕ  мана  шур  Шупашкар?
Эп  çак  тавралăха
Хисеп  туни  паха.
Пĕлетĕн:  маншăн  халĕ  чăваш  чĕлхи  ют  мар.

Хушса  юрламалли: 

      Тĕрлĕ  халăх  хушшинче
      Пултăр  туслăх  çеç  хуçа.
      Пĕр  çĕр  чăмăрĕ  çинче
      Ирттеретпĕр  пурнăçа.

Ыр  кăмăлтан  мана
Чĕнен  эс  хăнана.
Паллах,  пырса  эп  курăп  çуралнă  тăрăхна.
Епле  унта  Митхун?
Асра  сăнарĕ  ун.
Киносенчи  чăн  паттăр,  манран  салам  ăна!

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Манран салам" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен