ГлавнаяИсполнителиКолыбельные народов мираЧувашская (Çывăр, аптраман Тавраш)
название:

Чувашская (Çывăр, аптраман Тавраш)


автор:

Колыбельные народов мира


рейтинг: ★★★★★ / 5.5 / 1487 просмотров
Сĕм вăрманĕ каш та каш,
Сулхăн çилĕ ваш та ваш,
Эс ан çуйăх, ан çухраш,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Урупа ан тапкалаш,
Аллупа ан çапкалаш,
Аннӳпе эс ан тавлаш,
Çывăр, Аптраман тавраш!

Ашă çумăр чаш та чаш,
Ӳс, калчам, çĕклен эс яш,
Çӳлерен çӳле кармаш.
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Юлташпа эс пул юлташ,
Усалпа эс ан паллаш.
Тăшманпа ан пул йăваш,
Çывăр, Аптраман тавраш!

Вырăспа та тăванлаш,
Тутарпа та эс туслаш,
Пурте — пирĕн хурăнташ,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Малалла утсан — малаш,
Каялла юлсан - каяш,
Чăн çултан эс ан аташ.
Çывăр, Аптраман тавраш!

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Чувашская (Çывăр, аптраман Тавраш)" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен