ГлавнаяИсполнителиАндрей и Алевтина КузнецовыЮрату чечекӗ
название:

Юрату чечекӗ


автор:

Андрей и Алевтина Кузнецовы


рейтинг: ★★★★★ / 5.2 / 1228 просмотров
Сӑвви Валерий Раштавӑн
Кӗвви Александр Быковскийӗн

Юрату  чечекӗ

Савнӑҫ  куҫҫулӗ  ман  паян  пуласчӗ.
Ик  куҫунтан  тумламӑн  тӑкӑнасчӗ
Ҫуммӑн  ларсам,  савнӑ мӑшӑр,
Эсӗ  пуртан  ҫуртӑм  ӑшӑ.

Пирӗн  ҫемье  тымарĕ  ҫирӗп  пултӑр,
Мӗн   япӑххи,  йӑлтах  хыҫа  халь  юлтӑр,
Тӗрӗс  ҫулпа ҫеҫ  утасчӗ, 
Ывӑл-хӗрпе  ыр  курасчӗ.
 

Ҫӑлтӑрсенчен  телейлине   суйларӑм
Пикесенчен – сана  юратнӑ  арӑм,
Эсӗ  хӑва пек   яш  пӳллӗ,
Ҫепӗҫ хитре илӗртӳллӗ.

Эс  сӑнупа  та,  чунупа  та  хӳхӗм.
Панă  сана  Турри  мĕн  чухлĕ  тӳсӗм!
Эс – халапри   вӑйлӑ  Улăп,
Эпӗ  санпа  ӗмӗр  пулӑп.

Хушса юрламалли

    Сар  хĕвел  ҫӳл  тӳпере  йӑл  култăр,
    Ҫут  тӗнче  хаваслӑхпа  ҫеҫ  тултăр.
    Туйăмсем  пулсан  таса,  черченкӗ,
    Шанмӗ  пирӗн  юрату  чечекӗ.

Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте
А как ты думаешь, о чем песня "Юрату чечекӗ" ?
2010-2020 © WebKind.Ru Тексты песен